Эстонире пурӑнакан чӑвашсен «Тарай» ушкӑнӗ ҫак кунсенче чӑваш юррисен иккӗмӗш альбомне кун ҫути кӑтартнӑ. Кун пирки ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ.
«Пуш Параппан» альбома кӑларнине пӗлтернӗ май Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ.
«Чӑваш поэзийӗпе чӑваш юрри-кӗвви тӗл пулчӗҫ — Тарай, П. Эйзин, В. Аванмарт, П. Яккусен», — пӗлтернӗ Эстонире пурӑнакан маттур чӑвашсен ушкӑнӗ.
Аса илтерер: «Тарай» ушкӑн Айтартан (сас, гитара), Эйнартан (бас), Андреаран (параппан) тӑрать. Вӗсем, хӑйсем калашле, «чӑваш халӑх пултарулӑхне тӗпе хурса (пентатоникӑпа сӑмахлӑх тата паянхи тапӑсем) эксперимент тӑвать».
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» чӑвашла каналта тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ арӗпе, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай (Аҫтахар) Плотниковпа блиц-интервью пичетленнӗ.
«Чӑваш чӗлхи кунне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илтӗн?» – тесе ыйтсан Аҫтахар: «Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ», – тесе хуравланӑ.
Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни мӗн парать тесе ыйтсан чӑваш хастарӗ: «Ку маншӑн – халӑхшӑн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ.
Чӑваш чӑваша ура хурать тенипе Николай Плотников килӗшесшӗн мар. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ».
Аҫтахарӑн юратнӑ ваттисен сӑмахӗнчен пӗри — «Куҫ хӑрать те ал тӑвать».
Паян Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫавна май ятарлӑ парне хатӗрлерӗ — чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ.
Ҫӗнӗ версинче тупнӑ йӑнӑшсене юсанӑ тата сӑмахсен йышне ӳстернӗ. Енчен те малтанхи 31 пин те 82 сӑмаха пӗлнӗ пулсан, хальхи 31 501–31 502 сӑмаха (Libreoffice валли ӑсталанӑ хушӑмра 1 сӑмах ытларах) пӗлет. Вӗсенчен чылайӑшне текстсенче тӗл пулаканнисенчен кӗртнӗ.
Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрпе Firefox браузерта тата Libreoffice йышши офис пакетӗнче усӑ курма пулать. Сирӗн Hunspell (орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн ячӗ) валли ӑсталанӑ чӑвашла сайта кӗмелле те ятарлӑ хушӑмсене уҫласа илмелле. Унта ҫавӑн пекех Hunspell валли тунӑ чӑвашла словарӗн тӗп файлӗсене те тупма пулать.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн паянхи тепӗр парни — 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи» «Р» тата «С» саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем. Вӗсене паян кӗртрӗмӗр. Ку словарӗн ытларах пайне тунӑ теме пулать, тата пӗчӗк пайӗ (Т-Я) ҫеҫ юлать. Ҫитес вӑхӑтра Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫак словарӗн тулли варианчӗ вырнаҫӗ.
Паян «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ.
Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ. «Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ Улӑпӑмӑр, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ.
Текста Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков вуланӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ.
«Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш алфавичӗн тата пӗрремӗш чӑваш букварӗн авторӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун. Ҫавна Мускаври чӑвашсем паян Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫинче пухӑннӑ. Йышра Иван Яковлевӑн тӑхӑмӗ Сергей Некрасов та пулнӑ.
Унта пухӑннӑ ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсем Иван Яковлева асра тытнине, ӑна сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
АКА | 25 |
Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене уйрӑм е уйрӑм мар ҫырасси, мӗнле сӑмахсемпе усӑ курасси е вӗсемпе усӑ курма пӑрахасси пирки тӗрлӗ чӑвашла информаци хатӗрӗсенче, ҫав шутра чӑваш халӑх сайчӗнче те, тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Чӗлхе ҫинчен тӗрлӗ шайри ӑсчахсем те, ман пек ахаль чӑвашсем те калаҫаҫҫӗ. Кашнин каланинче чун ыратӑвӗпе пӗрле тӑван чӗлхене пулӑшас тени сисӗнет. Чӑваш халӑх сайчӗн яланхи вулаканӗ пулнӑ май, эпӗ те ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калас тетӗп. Мӗншӗн тесен, эпир ҫак дискуссисем урлӑ пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлнин усси пур пек маншӑн.
Кашни чӗлхе хӑйӗн историлле аталанӑвӗнче, авалтан килекен шалти шӑнӑрне ҫухатмасӑр, тӗрлӗ ҫӗнӗ сӑмахсене те илетех, паллах. Пирӗн пин-пин ҫулхи пуян чӑваш чӗлхи те ҫав шутра. Юлашки ӗмӗрте чӑваш чӗлхине кӗнӗ ҫӗнӗ сӑмахсенчен ытларахӑшӗ, паллах, ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине ҫеҫ мар, вырӑс чӗлхине те кӗрсе тулнӑ та паян ҫак чӗлхесенчи чӑн сӑмахсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Комбайн, трактор, космос, ракета, космодром, телевизор, радио, компьютер, телефон, редакци, сайт, типографи, библиотека, искусство, культура тата ытти те, тата ытти те.
Чӑваш чӗлхи учителӗсемпе ача-пӑча пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентекен воспитателӗсен конкурсне кашни ҫулах ирттерет. Ӑмӑртӑва Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр В.А. Берендеев ячӗллӗ вӑтам шкулӗнче пухӑннӑ.
Канаш районӗн Уҫырмари «Хӗвел» ача-пӑча пахчин воспитательне Надежда Андреевӑна «Чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх педагог» номинацире чи пултарулли тесе палӑртнӑ, ӑнах конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 5-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Наталия Афанасьевӑна «Ӑстаҫӑ вӗрентекен» номинацире, Шупашкар хулин 132-мӗш номерлӗ ача сачӗн воспитательне Ольга Иванова «Пултарулӑх тӗнчине ҫул кӑтартакан» номинацире, Самар облаҫӗн Шунтал районӗн Чӑтӑрлӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Екатерина Ишмуратовӑна «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» номинацире, Патӑрьел районӗн 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Ольга Каллинӑна «Профессие парӑнса ӗҫлекен» номинацире, Элӗк районӗн 1-мӗш номерлӗ «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча пахчин воспитательне Вера Морозовӑна «Пултаруллӑ ҫамрӑк воспитатель», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Эльвира Николаевӑна «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен учитель» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акци ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси.
Диктанта икӗ тӗрлӗ хутшӑнма пулать.
Радио е Интернет пур кирек хӑш вырӑнта та ҫырма пулать. Диктант текстне 12.00 сехетре тӳрӗ эфирта Чӑваш наци радиовӗн 105,0 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче тата «Тӑван радион» 100,3 Fm хумӗсем ҫинче итлеме май килӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн сайтӗнче асӑннӑ радиосен страницисенче «Тӳрӗ эфир» / Прямой эфир» каҫӑпа кӗрсе те итлеме май пулӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче тата асӑннӑ институтӑн тӗнче тетелӗнчи страницисенче те диктантӑн аудио текстне вырнаҫтарӗҫ.
Диктант бланкне http://chrio.cap.ru сайтра вырнаҫтарнӑ. Копьютерпа Word форматпа ҫырнӑ (наборланӑ) е алпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса, фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе илсе ҫак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/625e718747742ac899c7727e/.
Иккӗмӗш мел: ятарласа хатӗрленӗ аудиторисенче халӑхпа пӗрле пухӑнса ҫырасси.
Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен тӗп вулавӑшӗнче ӗнер «Родной язык — отца и матери язык» (чӑв. «Тӑван чӗлхе — атте-анне чӗлхи») ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» район хаҫачӗн корреспонденчӗсем, библиотекарьсем, ҫавӑн пекех шкул вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ.
Ҫавра сӗтеле вулавӑш директорӗ Светлана Смирнова уҫнӑ. Мероприятин ытларах пайне Александр Моисеевич Ильинпа ирттернӗ калаҫу йышӑннӑ. Хутшӑнакансене унӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле ятпа тухни, пултарулӑх анинчи йывӑрлӑхсем тата ытти те кӑсӑклантарнӑ.
Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хутшӑнакансем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» кӗнеке куравӗпе паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.